top of page
Поиск
  • emetsosh

Оратор ăсталăхĕн конкурсĕ

Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тĕмшерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта паллă чĕлхеçĕ Иван Андреевич Андреев çуралнăранпа 90 çул тултарнине халалласа «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн республика конкурсĕн муниципалитет тапхăрĕ иртрĕ. Конкурса 7–8-мĕш классенче чăваш чĕлхи вĕренекен ачасем хутшăнчĕç. Шкул ачисен монологпа тата диалог мелĕпе чăвашла калаçас ăсталăхне туптанă май халăх умĕнче калаçас хăнăхăвне аталантарас тĕллевпе ирттерчĕç. Конкурса хутшăнакансен 4 темăпа тухса калаçма хатĕрленмелле пулчĕ: Тăван çĕр-шыв («Мĕн-ши вăл Тăван çĕр-шыв», «Тăван кил – ылтăн сăпка», «Тăван ен, тăван тавралăх»), Чăваш чĕлхи («Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе», «Нумай чĕлхе пĕлĕттĕм, тăван чĕлхене юратăттăм»), Çемье («Çемье вăл ырлăх та телей те»), Туслăх («Йышпа пĕрле чухне шиклĕх çук», «Шанчăклă тусăн хакĕ çук»). Конкурсантсем çак темăсенчен пĕрне шăпа ярса кăларса сăмах вĕççĕн хăйсен шухăшне каласа пачĕç.

Кунерти вăтам шкулăн чысне 7-мĕш класра вĕренекен Атласкин Максимпа 8-мĕш класс вĕренекенĕ Семенов Дмитрий хÿтĕлерĕç. Максим 3-мĕш вырăн, Дмитрий 2-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕç. Маттур, каччăсем, саламлатпăр сире!

3 просмотра0 комментариев

Недавние посты

Смотреть все

Районти сăвă калакансен конкурсăн çĕнтерÿçисем

Авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче Куснарти вăтам шкулта М.Д. Трубина çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа районти илемлĕ сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Çак конкурса Кунерти вăтам шкулта вĕренекен ачасем те ха

«Асамлăх тĕнчинче» вăйă-ăмăрту

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Кунерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта «Асамлăх тĕнчинче» вăйă-ăмăрту иртрĕ. Унăн тĕллевĕ - И.Я.Яковлевăн ача-пăча валли çырнă калавĕсене аса илесси, вĕсенче вĕрентс

"Чи маттуррисем" ăс-тăн ăмăртăвĕ

Ачасен тавçǎрулǎхěпе пултарулǎхне аталантарас тӗллевпе ака уйǎхěн 25-мěшěнче 5 - 6 классем хушшинче «Чи маттуррисем» ǎс-тǎн ǎмǎртǎвӗ иртрě. Унта çакǎн пек ыйтусем пулчӗç: чǎваш писателĕсен хайлавĕсен

bottom of page