top of page
Поиск
  • emetsosh

«Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ – 2018» акцие хутшăнса

Ака уйǎхĕн 24-мĕшĕнче Кунерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта «Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ – 2018» акци пулса иртрĕ. Çак мероприятие Чǎваш патшалǎх гуманитари ǎслǎлǎхĕсен институчĕ, Чǎваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чǎваш наци радиовĕ, Чăваш наци телекуравĕ, И. Я. Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ йĕркеленĕ. Унǎн тĕллевĕ – чǎваш чĕлхин пĕлтерĕшне, ят-сумне ÿстересси. Пĕтĕм чǎваш диктантне хутшǎнни хǎвǎн пĕлÿ шайне тĕрĕслемелли мел те пулса тǎрать.

«Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ – 2018» акцие шкулти 12 вĕренекенпе 2 вĕрентекен хутшǎнма кǎмǎл турĕç. Вĕсене пурне те тав сǎмахĕ калас килет. Лайǎх паллǎсем илме ǎнǎçу сунатпǎр!

Çавăн пекех Чăваш чĕлхипе литератури эрнин планĕпе килĕшÿллĕн, Антипова Ольга Витальевна библиотекарь «И.Я. Яковлев – аслă вĕрентекен» ятпа кĕнекесен куравĕ йĕркелерĕ. 1 – 9 -мĕш классенче вĕренекенсем кунĕпех кураври кĕнекесемпе паллашрĕç, çĕннине нумай пĕлчĕç.

1 просмотр0 комментариев

Недавние посты

Смотреть все

Оратор ăсталăхĕн конкурсĕ

Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тĕмшерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта паллă чĕлхеçĕ Иван Андреевич Андреев çуралнăранпа 90 çул тултарнине халалласа «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн республика конк

Районти сăвă калакансен конкурсăн çĕнтерÿçисем

Авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче Куснарти вăтам шкулта М.Д. Трубина çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа районти илемлĕ сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Çак конкурса Кунерти вăтам шкулта вĕренекен ачасем те ха

«Асамлăх тĕнчинче» вăйă-ăмăрту

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Кунерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта «Асамлăх тĕнчинче» вăйă-ăмăрту иртрĕ. Унăн тĕллевĕ - И.Я.Яковлевăн ача-пăча валли çырнă калавĕсене аса илесси, вĕсенче вĕрентс

bottom of page