top of page
Поиск
  • emetsosh

Чăваш чĕлхипе литератури эрни пуçланчĕ

Паян, ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Кунерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литератури эрни пуçланчĕ. Ăна Чăваш Республикинчи И.Я. Яковлев çулталăкне халалланă. Чăваш чĕлхипе литератури эрнин планĕпе килĕшÿллĕн, 7-8-мĕш классенче вĕренекенсем аслă вĕрентекенĕмĕрĕн — И.Я. Яковлев хайлавĕсемпе кĕçĕннисене паллаштараççĕ, тĕрлĕ чăваш вăййисем ирттереççĕ. Мĕнпе илĕртеççĕ-ха И.Я. Яковлев калавĕсем? Вĕсем ĕçе юратма, аслисене хисеплеме, тавçăруллă пулма вĕрентеççĕ. Ачасен мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратса ĕçчен çын пулма вĕренсе пымалла тени унăн чылай калавĕсен тĕп шухăшĕ пулса тăрать. Кирек мĕнле ĕçе те майне пĕлсе тумаллине И. Яковлев «Кулачă» калавра палăртать. Халăхсем пĕр-пĕринпе туслă пулмаллине, пĕр-пĕрне хисеплемеллине «Пулă сĕрни» калавра вĕрентсе çырса парать.

Сăпайлăх çинчен çырнă калавсене те тимлĕн итлерĕç кĕçĕн класра вĕренекенсем. «Пирĕншĕн чăваш чĕлхи чи çепĕç те янăравлă тăван чĕлхе. Эсир те малашне çак ăса вĕрентсе калакан хайлавсене юратса вуласса шансах тăратпăр», — терĕç çиччĕмĕшсем.

2 просмотра0 комментариев

Недавние посты

Смотреть все

Оратор ăсталăхĕн конкурсĕ

Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тĕмшерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта паллă чĕлхеçĕ Иван Андреевич Андреев çуралнăранпа 90 çул тултарнине халалласа «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн республика конк

Районти сăвă калакансен конкурсăн çĕнтерÿçисем

Авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче Куснарти вăтам шкулта М.Д. Трубина çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа районти илемлĕ сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Çак конкурса Кунерти вăтам шкулта вĕренекен ачасем те ха

«Асамлăх тĕнчинче» вăйă-ăмăрту

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Кунерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта «Асамлăх тĕнчинче» вăйă-ăмăрту иртрĕ. Унăн тĕллевĕ - И.Я.Яковлевăн ача-пăча валли çырнă калавĕсене аса илесси, вĕсенче вĕрентс

bottom of page